Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Атӑл ҫинче (Волгин В.)

Ҫӗрле. Атӑл ҫийӗн
Яш тантӑшсемпе
Аван ҫӳремешкӗн
Пӗрле кимӗпе.

Ҫӳлтен ҫутӑ уйӑх
Йӑвашшӑн пӑхать.
Ҫути ун шыв тӑрӑх
Чӗркӗмӗл суйлать.

Пыратпӑр хӑюллӑн
Ишсе, малалла.
Ҫап-ҫутӑ йӗр хумлӑн
Юлать хыҫала.

Умра тӗкӗр евӗр
Шыв ҫийӗ яка.
Юхать аслӑ Атӑл
Туллин, сарлакан.

Ун мӑшӑр ҫыранӗ
Пит капӑр, пуян, —
Ем-ешӗл ҫаранӗ,
Илемлӗ вӑрман.

Эх, Атӑлӑм, Атӑл,
Саватӑп сана,
Нихҫан эс ан татӑл, —
Ан сивӗт чуна.

1949

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:33:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2484 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем